Чӑваш Енри 8 фермера суд айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Хайхискерсем федераци тата республика хыснисенчен суя мелпе субсиди илнӗ.
Суд сакки ҫине Шупашкар хулинчи, Комсомольски, Вӑрмар, Куславкка, Тӑвай тата Етӗрне районӗсенчи ҫынсем ларнӑ. Вӗсенчен 4-шӗ – хресчен-фермер хуҫалӑхӗн (ХФХ) ертӳҫисем, иккӗшӗ ял хуҫалӑх предприятийӗсен пуҫлӑхӗсем, пӗри ҫак дожноҫра унччен ӗҫленӗ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2014 ҫулта ХФХ тата ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫынпа калаҫса татӑлнӑ та суя документсем хатӗрленӗ. Унта мелиораци хатӗрӗ туяннине кӑтартнӑ, хакне хӑпартса ҫырнӑ. Ҫак документсене вӗсем ЧР Ял хуҫалӑх министерствине субсиди илме тӑратнӑ. Ҫапла майпа вӗсене 128 пинрен пуҫласа 2 миллион тенкӗ таран куҫарса панӑ. Вӗсем федераци тата республика хыснисене 9 миллион тенке яхӑн тӑкак кӳнӗ.
Следстви вӑхӑтӗнче иккӗшӗ тӑкака (2,9 миллион тенке) саплаштарнӑ. Ыттисенчен ЧР Ял ухҫалӑх министерстви валли 5 миллион ытла тенкӗ шыраса илӗҫ.
Чӑваш Ен Финанс министерстви республикӑри район-хуласенче кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра хысна епле тулнине тишкернӗ. Харпӑр хӑй тупӑшне пухасси 20 муниципалитетра пӗлтӗрхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенчинчен лайӑхланнӑ. Ҫак енӗпе уйрӑмах лайӑх ӗҫленисем: Етӗрне районӗ (ӳсӗм 16,6%), Пӑрачкав районӗ (14,9%) Ҫӗмӗрле хули (14,5%). 6 муниципалитетра тупӑш шайӗ чакнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта, сӑмахран, 9,8% пӗчӗкленнӗ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче — 5,7%, Куславкка районӗнче — 4,3%.
Вырӑнти бюджетсене 3281,1 млн тенкӗ налук килнӗ, ку вӑл пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 5,1% нумайрах. Налук мар тупӑшсем — 986,6 млн тенкӗ (2018 ҫулхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 7,8% ытларах).
Районсемпе хуласем 14171,5 млн тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫав шутран 65,6 процентне вӗрентӳ отраслӗ валли уйӑрнӑ, наци экономикине — 8,1%, патшалӑхӑн ыйтӑвӗсем валли — 8,0%.
Чӑваш Енри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлура ача пахчисемпе шкулсем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне епле хатӗрленнине сӳтсе явнӑ.
ЧР вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Кудряшов пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре 5 шкул тума 924,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ку укҫаран 600 миллион тенкине — федераци хыснинчен. Шкулсене Етӗрнере тата Куславкка районӗнчи Куснарта тӑваҫҫӗ. Канаш районӗнчи Вӑрӑмпуҫӗнче шкул ҫумне спортзалпа столовӑй тума пуҫланӑ. Шупашкарта «Волжский-3» тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче ҫӗнӗ шкулсем тӑваҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне Канашра ача пахчи ҫӗкленет. Анчах вӑл хальлӗхе 88% ҫеҫ хатӗр, Шупашкарти Б. Хмельницкий урамӗнчи ача пахчи — 95%, «Ҫӗнӗ хулари» 240 вырӑнлӑх ача пахчи — 99%, асӑннӑ микрорайонти 16) вырӑнлӑх ача пахчи — 87%.
Куславкка районӗнчи Чашлама ялӗнче пурӑнакансем халӗ пульницӑна ҫитес тесе 20 ҫухрӑм парӑнтараҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ патне ҫитме те ҫывӑх мар - 15 ҫухрӑм каймалла.
Тинех вӗсем патне савӑнӑҫ ҫитнӗ – ялта фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлӗ, вӑл хута каять ӗнтӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.
Ҫак ял тӑрӑхӗнче 300 яхӑн ҫын пурӑнать. Ҫӗнӗ ФАП вӗсемшӗн чӑннипех те пысӑк савӑнӑҫ. Хальхи вӑхӑтра ФАПра шалти отделкӑна тӑваҫҫӗ, тулашри сетьсене хураҫҫӗ. Унӑн алӑкӗ кӗҫех уҫӑлӗ – фельдшерпа акушер пунктне ҫитес уйӑхра туса пӗтерме палӑртнӑ.
Куславкка районӗнче пурӑнакан арҫын ӗне илме шутланӑ. Хайхискер тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳсем вуланӑ, пӗри шӑпах ӗне сутнӑ.
Арҫын сутуҫӑпа телефонпа ҫыхӑннӑ. Лешӗ ӗне кӗтӳре пулнине, ӑна каҫхине илсе кайма май пуррине пӗлтернӗ. Ӗне хуҫи таваршӑн 10 пин тенкӗ тӳлесе хума ыйтнӑ.
34 ҫулти арҫын япӑххи пирки шутламан – сутуҫа ӗненсе ӑна укҫа куҫарса панӑ. Каҫхине хайхискер Ҫӗрпӳ хулине таварне илме кайнӑ. Анчах сутуҫӑ кӑтартнӑ адреспа суд приставӗсен вырӑнти подразделенийӗ пулнӑ. Ӗне вара ҫук. Арҫын хӑйне улталани пирки тинех ӑнланнӑ, полицие кайса заявлени ҫырнӑ.
Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Полицейскисем ҫав сутуҫӑ кам пулнине палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш Республикинчи Куславкка районӗнче Питӗрти чӑвашсем пулнӑ. Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче. Питӗрти чӑвашсен наци-культура автономийӗн ертӳҫи Валериан Анатольевич Гаврилов тата унӑн ҫумӗ Татьяна Юрьевна Шмелева.
Вӗсем Куславкка районӗнчи Карачра пулнӑ. «Энӗш» хуҫалӑхра. Василий Николаевич Семенов патӗнче.
Питӗрти чӑвашсене Куславкка районӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Юрласа та ташласа. Ҫапла савӑнтарнӑ хӑнасене «Пилеш» ансамбль. Пӗчӗк пулсан та пултаруллӑ Дарья виҫӗ чӗлхепе юрланӑ.
Хӑнасене хуҫалӑхпа паллаштарнӑ Василий Николаевич. Пахча-ҫимӗҫ ӳстерсе ӑна тирпейлени тупӑш парать тенӗ. Хатӗр ҫимӗҫе ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче сутни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Тӗрлӗ фестивале хутшӑнать фермер хуҫалӑхӗ. Мала тухать вӗсенче. Кӳршӗллӗ районти ҫынсене те ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерет.
Чӑваш культурипе аталантарассипе фестивальсене хутшӑнать. Питӗрти чӑвашсем патне хӑнана кайма шантарнӑ Василий Семенов.
Йӑлари хытӑ каяша ялсенчен ятарлӑ вырӑна турттарма пуҫланӑранпа самай вӑхӑт иртрӗ. Ҫӗнӗлӗхе пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑранпа тӗрлӗ пӑтӑрмахсӑр пулмарӗ. Малтанах ҫынсене тарифсем тивӗҫтермерӗҫ. Кашни ҫын пуҫне уйӑхсерен 75-шер тенкӗ пуҫтарни халӑха нумай калаҫтарчӗ. Кӑштахран хака ялтисем валли 10 тенке яхӑн чакарчӗҫ. Кӑмӑлсӑрлану кунпах вӗҫленмерӗ-ха. Хӑш-пӗр ялта контейнерсем лартмантан йӑлари хытӑ каяша ниҫта йӑтма аптӑраҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Алексей Грищенко ӗнерхи пӗр канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, йӑлари хытӑ каяша 13212 вырӑнтан турттараҫҫӗ. Вӗсенчен 1883 вырӑнта контейнерсене йӗркеллӗ вырнаҫтарса тухнӑ. Лайӑх енчен министр Куславкка, Красноармейски, Ҫӗмӗрле районӗсене тата Канаш хулине асӑнса хӑварнӑ. Ӗҫе аван йӗркеленисен йышӗнче ҫавӑн пекех — Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар районӗсем.
Куславкка районӗнчи Минкӗш тата Пакӑш ялӗнче пурӑнакан пыл хурт ӑстисем вӗлле хурчӗ вилнӗшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче Володя Сотнезов ятлӑ ҫын паян пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав тӑрӑхри «Вега» тулли мар яваплӑ общество хуратул анине им-ҫамланӑ. Хуҫалӑх хирне 1-мӗш класлӑ пестицидпа эмелленӗ имӗш.
Наркӑмӑш сапас пирки, маларах асӑннӑ арҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, ял ҫыннисене ял хуҫалӑх предприятийӗ систермен. Пӗлнӗ пулсан вӗлле хурчӗсене вӗсен хуҫисем ирӗке кӑлармастчӗҫ пулӗ. Мӗншӗн каҫпа сапман тесе тарӑхнӑ ҫынсем.
Пыл хурт ӑстисем халӗ хуртсем вилнин тӑкакне епле майпа шыраса илмелле-ши тесе пуҫ ватаҫҫӗ. Пост авторӗ Володя Сотнезов предприяти ертӳҫине Рената Будковӑна явап тыттарасшӑн.
Куславкка районӗнче пулӑ хуҫалӑхне ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратасшӑн. 2000 ҫулсен пуҫламӑшӗнче вӑл Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пӗртен-пӗрре пулнӑ. Анчах каярахпа хуҫалӑха пӑрахӑҫланӑ, таврара хӑмӑш ӳсме тытӑнна.
Пилӗк ҫул каялла вара лару-тӑру улшӑннӑ. Хуҫалӑха вырӑнти усламҫӑ туяннӑ. Халӗ унта 250 тонна таран сутмалли пулӑ тата пулӑ лӑкки ӗрчетеҫҫӗ.
Пулӑ хуҫалӑхӗнче карп, амур, хулӑн ҫамкаллӑ пулӑ ытларах ӳстереҫҫӗ. Унта вӑлча сапмалли пӗвесем те пур. Кунсӑр пуҫне хуҫалӑхра карпсене пӗтӗҫтереҫҫӗ те гибридсем ӗрчетеҫҫӗ.
Кунпа кӑна ҫырлахасшӑн мар. Хуҫалӑхра 300 тонна таран пулӑ ӗрчетме тытӑнасшӑн. Кунсӑр пуҫне комбикорм цехӗ уҫӑсшӑн.
Чӑваш Енре шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать, ҫавна май типӗ курӑк ҫунтарма, кӑвайт чӗртме юрамасть. Ҫапах йӗркене пӑсакансем тупӑнаҫҫӗ ҫав.
Ҫуркунне пуҫланнӑранпа типӗ курӑк ҫунтарнӑ 111 тӗслӗхе шута илнӗ. Ҫулӑм пурӑнмалли икӗ ҫурта, ҫичӗ дачӑна тӗп тунӑ. Кунашкал тӗслӗхсем Улатӑр, Пӑрачкав, Куславкка тата Ҫӗрпӳ районӗсенче ытларах пулнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑра пушар хӑрушсӑрлӑхӗн режимӗ вӑя кӗнӗ. Ҫак кунран ҫӳлерех асӑннӑ йӗркенсене пӑснӑшӑн штраф тӳлеттереҫҫӗ: ахаль ҫынсен – 4 пин тенкӗ таран, должноҫри ҫынсен – 30 пин тенкӗ таран, юридици сӑпачӗсен 400 пин тенкӗ таран.
Типӗ курӑк ҫунтарнӑшӑн тата кӑвайт чӗртнӗшӗн 81 ҫынна штраф тӳлеттернӗ. Вӗсенчен 52-шӗ – ахаль ҫынсем, 29-шӗ – должноҫри ҫынсем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |